Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Авалхи тӗрӗк чӗлхинчи хупӑ сасӑсене хальхи чӑваш чӗлхинчи хупӑ сасӑсемпе танлаштарса тухни (МРФ ЧЧИ)

Чӑваш чӗлхинчи хупӑ сасӑсем те ытти тӗрӗк чӗлхисенчи хупӑ сасӑоенчен нумай енчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Весем паян-хи куна ҫитиччен епле аталанса пынине ӑнланса илме ҫӑ-мӑл мар. Пӑлхар-чӑваш чул палӑкӗсем ҫинчи ҫырулӑхчен, XIII ӗмӗрччен, мӗнле хупӑ сасӑсем пулни ҫинчен эпир пӗрт-те пӗлместпӗр. Ҫапах та чӑваш чӗлхин иртнӗ кун-ҫулне вӗ-ренекенсемпе тӗпчекенсем валли урӑх шанчӑклӑ документ-сем пур. Вӗсенчен пӗри Орхонпа Енисей тӗрӗкӗсен ҫырӑвӗ. VII—гVIII ӗмӗрсенчи авалхи тӗрӗк ҫырӑвӗнчи хупӑ сасӑсе-не пӗлтерекен саспаллисене шута илни чӑваш чӗлхинчи сасӑсен иртнӗ йӗрӗ ҫине ӳкме пулӑшать.
Авалхи тӗрӗк чӗлхинчи хупӑ сасӑсене хальхи чӑваш чӗлхинчи хупӑ сасӑ«оемпе танлаштарюа сӑнанӑ майӑн теп-чевҫӗоем чӑваш чӗлхинчи сасӑсем мӗнле тата мӗншӗн ул-шӑнса пыни ҫинчен каланӑ теорисемпе гипозезӑсемпе пал-лашӑпӑр.
Малалла эпир, авалхи тӗрӗк чӗлхинчи хупӑ сасӑсене уйрӑммӑн илсе, вӗсем хальхи чӑваш чӗлхинче мӗнле хупӑ сасӑсене тӳрре килнине тӗплӗн пӑхса тухма тӑрӑшӑпӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-03-17 21:13:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2002 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем